назв. моления с кашей при заложении фундамента дома. Магн. М, 108. НАК. Никĕс пăтти. Пӳрт лартнă чухне вĕсем (чуваши) никĕсне чипер вырнаçтарса лартса çӳлелле виçшер йӳн (пĕрене) хурсассăн, çавăнта пӳрт варĕнчех пăтă пĕçерсе, турра: çак çĕнĕрен лартакан пӳртре пур семьепе чипер килĕштерсе пурăнмалла тутăр, тесе, хăнахăнăрпала, пĕлĕш-тантăшпала чипер ĕçсе çимелле пултăр, тесе, кĕл-келесе çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем пăттине çиме йăлти çынсене пурне те чĕнеççĕ; тата, ăрамра кама курнă, ăна чĕнсе кӳртеççĕ. Çав никĕс-пăттине çиме пыракансем хăйсемпе пĕрле е укçа, е парне илсе пыраççĕ. Парнепе укçа илсе пыманнисем кучченеçсем пĕçерсе илсе пыраççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
никăçан никçан никçон никĕс « Никĕс пăтти » никĕс укçи Никĕс хуни Никĕс хывни никĕс-ай-пукан Никĕс-ту